Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Муркаш районӗ

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Нимӗҫ овчарки, Виджи ятлӑ йытӑ, вӑхӑтлӑх усрамалли изоляторта службӑра пулнӑ. Вӑл 9 ҫул тултарсан ӑна тивӗҫлӗ канӑва янӑ. Чӑваш Республикин ШӖМӗн кинологи службин центрӗ ун валли ҫӗнӗ хуҫа шыранӑ.

Виджие илес текен нумай пулнӑ. Анчах кинологсем ун валли хуҫана тӗплӗн суйланӑ, ӑна лайӑх пӑхчӑр тенӗ.

Халӗ Виджи Муркаш округӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче арҫынсен Александр Невский мӑнастирӗнчи лаша ферминче пурӑнать. Ҫӗнӗ хуҫа каланӑ тӑрӑх, йытӑ ҫӗнӗ ҫӗре хӑвӑртах хӑнӑхнӑ, чӗрчунсемпе туслашнӑ. Халӗ вӗсемпе хаваспах вылять.

Виджи шӑпишӗн пӑшӑрханакансене ҫӗнӗ хуҫа хӑйӗн патне хӑнана чӗнет.

 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан ветеран Геннадий Кузнецов ҫул тултарнӑ.

Геннадий Семенович 1927 ҫулта Муркаш районӗнчи Шомик ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫа вӑл питӗ ҫамрӑкла, 1944 ҫулта, кайнӑ, Ҫурҫӗр флотне лекнӗ, унта катер ҫинче пулеметчик пулнӑ. Киле вӑл 1951 ҫулта кӑна таврӑннӑ. Ун хыҫҫӑн Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер вӑрман комбинатӗнче столярта ӗҫленӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗ ветеран пурӑнакан ҫурт фасачӗ ҫине (Первомайски урамӗнчи 44-мӗш ҫурт) астӑвӑм хӑми уҫнӑ.

Геннедий Кузнецов паянхи кун та таса ӑспа пурӑнать. Вӑл саламлама килнӗ хӑнасене тарават кӗтсе илнӗ. Саламлатпӑр!

 

Ҫутҫанталӑк
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри йывӑҫ» сасӑлава хутшӑнакан чӑваш юманӗ иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.

Уншӑн такам та сасӑларӗ. Хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсем яланхиллех питӗ хастар пулчӗҫ тесен те йӑнӑш мар, мӗншӗн тесен бюджетра тӑрӑшакансем ун пек сасӑлавсенчен пӑрӑнса юлмаҫҫӗ.

«Финишчен вӑхӑт нумаях юлмарӗ – икӗ эрне кӑна, чӑваш юманне вара пӗрремӗш вырӑнта пыракан йывӑҫпа 20 сасӑ кӑна уйӑрать. Эппин, ӑна мала тухма пулӑшар! Сасӑлама питӗ ансат: rosdrevo.ru сайта кӗмелле те 73-мӗш номере шыраса тупмалла та сасӑламалла», — тесе Чӑваш халӑх сайтӗнче Софья Савнеш автор та чӗнсе ҫырнӑччӗ.

Анчах сасӑлавра Белгород облаҫӗнчи юман ҫӗнтернӗ. Уншӑн пурӗ 13933 сасӑ пухӑннӑ. Чӑваш Енри киремет юманӗ 12593 сасӑ пухнӑ. Ленинград облаҫӗнчи Таня хырӗ 6479 сасӑ пухса виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Муркашра ҫӗнӗ поликлиника уҫӑлнӑ. Кая юлса пулин те вӑл ӗҫлесе кайнӑ-кайнах. Объекта малтан палӑртнинчен 8 уйӑх кая юлса уҫнӑ. Унта сменӑра 150 ҫынна йышӑнма пултарӗҫ.

Поликлиникӑна уҫма пысӑк шайри тӳре-шара персе ҫитнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Ен Правительствин Председателӗ Сергей Артамонов, республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Лариса Тарасова.

Ҫӗнӗ поликлиникӑра икӗ уйрӑм: аслисен тата ачасен. Кашни уйрӑма уйрӑм алӑкран кӗмелле.

Ҫынсене участокри терапевтсем, педиатрсем, ҫавӑн пекех ансӑр профильлӗ оториноларинголог, офтальмолог, невролог йышӑнӗҫ.

Объекта «ГлавИнвестСтрой» тулли мар яваплӑ общество хӑпартнӑ. Поликлиникӑна подрядчикӑн 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех туса пӗтермелле пулнӑ. Унта нумаях пулмасть депутатсен делегацийӗ пулсан объекта кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче туса пӗтерме шантарнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
Валерий Воронов сӑнӳкерчӗкӗ
Валерий Воронов сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнчи Очӑкасси ял клубӗнче кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ. Ҫавна май Муркаш районӗнчи тӗп вулавӑш тата Очӑкассинчи ял вулавӑшӗ вулав конференцийӗ йӗркеленӗ.

Леонид Морозов ятлӑ автор «Слово ученика об учителях» кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Тиражӗ пысӑк мар-ха. 100 экземпляр. Сӑмах май каласан, Леонид Петрович 15 кӗнеке авторӗ иккен.

Леонид Петрович Морозов хӑйӗн пӗрремӗш кӗнекинче («Малая родина Оточево», 2014 ҫул) Шурик Матвеев ҫывӑх юлташӗ пирки пичетлесе кӑларнӑ. Александр Витальевич — инженер тата конструктор. Александр Витальевич сӑвӑ та ҫырать иккен. «Мой мир в рифмах» сӑвӑсен пуххине вӑл 30 экземплярпа тӑванӗсем валли кӑларнӑ. Кӗнеке 198 страницӑран тӑрать, унта 150 ытла сӑвӑ.

Муркаш муниципалитет округӗн администрацийӗн культура тата архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Любовь Рыжкова Л. П. Морозова тата А. В. Матвеева Муркаш тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн Тав хучӗпе чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-233953228_649
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Муркаш округӗнче 46 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Унӑн виллине шывран тепӗр кунхине тин кӑларнӑ.

Инкек Кӗҫӗн Чураш ялӗ ҫывӑхӗнчи юханшывра пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче шыва кӗнӗ чухне путса вилнӗ. Унӑн виллине паян кӑна тупса кӑларнӑ.

Арҫын юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ.

Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 10 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – 18 ҫул тултарман ачасем.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян, утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ирхи 6 сехет те 35 минутра Муркаш округӗнчи Ярӑслав ялӗнче пушар алхасма тытӑннӑ.

Тӗп урамри 1-мӗш ҫуртра тӑваттӑмӗш хутри хваттер ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ытти хваттерсенче пурӑнакансем ҫӑлавҫӑсем ҫитиччен урама хӑйсем тӗллӗнех тухнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем пушара сӳнтернӗ вӑхӑтра хваттер хуҫин виллине тупнӑ. Вӑл – 1975 ҫулта ҫуралнӑ арҫын. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран пушар тухнӑ.

Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Арҫын мӗншӗн вилнине палӑртма судпа медицина экспертизи тӑвӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/id2128056868_gos
 

Раҫҫейре

Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри йывӑҫ» сасӑлава хутшӑнакан чӑваш юманӗ иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.

Финишчен вӑхӑт нумаях юлмарӗ – икӗ эрне кӑна, чӑваш юманне вара пӗрремӗш вырӑнта пыракан йывӑҫпа 20 сасӑ кӑна уйӑрать. Эппин, ӑна мала тухма пулӑшар! Сасӑлама питӗ ансат: rosdrevo.ru сайта кӗмелле те 73-мӗш номере шыраса тупмалла та сасӑламалла.

Палӑртса хӑварар: 300 ҫулти Киремет юманӗ Шупашкар округӗнчи Кӑшавӑш ялӗ патӗнче – «Ясна» этнокомплекс ҫывӑхӗнче — ӳсет. Унӑн ҫӳллӗшӗ – 30 метр.

Аса илтерер: пирӗн республикӑри йывӑҫ 2023 ҫулта сасӑлавра мала тухнӑ. Ун чухне Муркаш округӗнчи чи ватӑ юман ҫӗнтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_30239
 

Пӑтӑрмахсем

Муркаш районӗнчи Ятман ялӗнче икӗ арҫын ятлаҫнӑ. Тытӑҫса-ҫапӑҫса мар, сӑмахпа. Икӗ кӳршӗ тем пайлайман-ҫке, ҫамрӑкки аслине тӗрлӗ сӑмахпа кӳрентерсе пӗтернӗ.

58 ҫулти арҫын хытах пӑшӑрханнӑ, каланине йывӑра илнӗ. Кун пирки вӑл прокуратурӑна евитленӗ. Унтисем лингвистика экспертизи ирттерсех хак панӑ. Экспертсем те ун пек сӑмах ҫынна кӳрентернине палӑртнӑ.

Ҫапла вара ӗҫ-пуҫ суда ҫитнӗ. 34 ҫулти арҫынна административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Миравай судья ӑна 3 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Ҫынна кӳрентерни суд йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр район судне ҫитнӗ, анчах унти те йышӑнӑва вӑйрах хӑварнӑ.

Унсӑр пуҫне прокуратура ҫынна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн компенсаци шыраса илме тавӑҫ хатӗрленӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, М-7 автоҫул ҫинче пӗр водитель вилмеллех аманнӑ. Инкек 18 сехет те 40 минутра Муркаш районӗнчи Хыркассинчен инҫех мар вырӑнта пулса иртнӗ.

Ҫулпа пыракан Мускав облаҫӗнчи 58 ҫулти водитель йывӑр тиевлӗ «Скания» автомобильпе хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл «Вольво» фургонпа айккинчен ҫапӑнса иртсе кайнӑ.

Инкеке пула фургонӑн хӑмисенчен пӗри «Скания» автомобиль кабинине ватнӑ, Мускав облаҫӗнчи водитель вилмеллех аманнӑ. Фургон водителӗ, Псков облаҫӗнчи 64 ҫулти арҫын, урах пулнӑ, вӑл аманман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-175740282_33983
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 112
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Малашлӑхра тупӑш паракан проектсене пуҫӑнма лайӑх вӑхӑт. Эрне варринелле вӑй-хал, хастарлӑх чакма пултарӗ, ҫавӑнпа вӑя тӗрӗс пайласа усӑ курма пӗлӗр.

Юпа, 15

2000
26
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть